Чӑваш Енре алимент парӑмӗ 1 миллиарда ҫывхарнӑ. Пӗлтӗр 350 миллион тенке шыраса илме май килнӗ-ха, ҫапах та парӑм виҫи ытла та пысӑк.
Алиментпа ҫыхӑннӑ парӑма паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче хускатрӗҫ. Кун йӗркинчи ыйту алиментпа тӳрремӗн ҫыхӑнманччӗ-ха, сӑмахӗ Чӑваш Енре тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне кӳресси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесси пирки калаҫнӑ чух хускалчӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӳлевсӗр пулӑшӑва тивӗҫ категорисене сӳтсе явнӑ май ачисене пӗччен ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ пирки сӑмах пулчӗ.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтӗр 350 миллион тенкӗ алимент шыраса илме май килнине каларӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫипе кӑсӑкланчӗ те министр 1 миллиарда яхӑннине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев яваплисен алимент шыраса илессипе ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварчӗ.