Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Юрӑ-кӗвӗ пӗтӗм чунтан» уяв

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 11.11.2011 18:34 | 1770 хут пӑхнӑ

Чӑваш наци конгресӗ чи хастар ӗҫченсене пӗрле пухса чыслассине йӑлана кӗртнӗренпе 3 ҫул ҫитрӗ. Тӗрлӗ професси ҫыннисем ырӑ сӑмаха, парнесене тивӗҫеҫҫӗ тата паллӑ эстрада артисчӗсен пултарулӑхӗпе киленеҫҫӗ. Хальхинче уяв хӑнисем ҫурт-йӗрпе комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем пулчӗҫ.

Кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне тӗрӗс-текел, хӑтлӑ пурӑнса ирттересшӗн. Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем шӑпах ҫав условисене туса паракансем. Чӑваш наци конгресӗ вӗсене чысласа патшалӑх филармонийӗнче «Юрӑ-кӗвӗ пӗтӗм чунтан» ятлӑ уяв ирттерчӗ.

Кӑҫал ҫакнашкал уява 4-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Унччен учительсемпе воспитательсене, тухтӑрсене, чӑваш чӗлхи учителӗсене чысланӑччӗ. Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем те йышлӑн пухӑнчӗҫ — кашни районтанах килнӗ.

Уява килнисене Чӑваш Республикин строительство министрӗ Александр Гончаров саламларӗ. «Эсир пирӗн килте яланах газ, шыв, ҫутӑ, ӑшӑ, урамсем, картишсем, подъездсем таса, парксемпе скверсенче канма кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑр, — терӗ министр, — Чыс та хисеп сире ҫавӑншӑн». Уява йӗркелекенсем пухӑннисене кучченеҫсемпе савӑнтарчӗҫ, ӗҫре палӑрнисене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Эстрада артисчӗсем хӑнасене юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.

Чи хастарисене чыслас йӑлана Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем малашне те тытса пыма шантарчӗҫ.

#Чӑваш наци конгресӗ, #уявсем, #Чӑваш патшалӑх филармонийӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем