Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне ял-хула пуҫлӑхӗсем, ӗҫ тӑвакан ытти влаҫ органӗсен ертӳҫисем, общество хастарӗсем хутшӑннӑ.
Транспорт тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ чух республика ертӳҫи Михаил Игнатьев кӑҫал ҫӗнӗрен 5 километр ҫул сарассине хыпарланӑ.
«Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) тата «Чебоксарское троллейбусное управление» (чӑв. Шупашкарти троллейбус управленийӗ) предприятисенчи «кӑткӑс лару-тӑру» пирки каланӑ чух «лайӑх вариант тупма» тата «йӗрке тума» сӗнсе хӑварнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат онлайн-трансляци пирки пӗлтернинче: «Турра шӗкӗр, халӗ йӑлтах ӑнланмалла», — тесе ҫырнӑ май асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем Ҫырура татӑклӑ сӗнӳ пулманнине палӑртма ӑнтӑлни сисӗнет.
Транспорт инфраструктури пирки сӑмаха малалла тӑснӑ май Элтепер Шупашкарти аэропорт ӗҫне вӑйлатма кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта автостоянка тума сӗннӗ имӗш.