Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Шупашкар Раштав канӑвне ирттерме меллӗ чи йӳнӗ хуласен шутне кӗнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 09.01.2018 18:44 | 1691 хут пӑхнӑ
Статистика

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав канӑвне ирттерме меллӗ те кӑмӑллӑ чи йӳнӗ виҫӗ хула шутне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, хыпарланӑ.

Хӑйне евӗрлӗ ҫак танлаштарӑма хӑна ҫурчӗсенчи номерсене йышӑнса хума май паракан tvil.ru сайт тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсене тӗплӗ пӑхса-тишкерсе хатӗрленӗ. Шупашкарсӑр пуҫне Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав каникулне ытлашши тӑкакланмасӑр ирттерме меллӗ чи йӳнӗ вунӑ хула йышне Брянск, Самар, Новосибирск, Тӗмен, Новокузнецк (Кемӗр облаҫӗ), Волгоград, Тула, Кисан тата Люберцы (Мускав облаҫӗ) кӗнӗ.

Танлаштарӑма кӗнӗ ҫак хуласенчи хӑна ҫурчӗсенче туристсем вӑтамран 1-3 талӑклӑха чарӑннӑ, пӗр талӑкшӑн 1,1-2,1 пин тенкӗ тӳленӗ.

#танлаштарӑмсем, #Новосибирск, #Тула, #Самар, #Брянск, #туристсем, #уявсем, #Тӗмен, #Волгоград

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем