Ҫапла, пирӗн сайтри кун кӗнекисене (блогсене) чылай пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Ак, нумай пулмасть тӗп страници те урӑхланчӗ — халӗ ӑна тӗпрен илсен палласа илме те май ҫук.
Тӗп страницӑна улӑштарнӑ май эпир ҫакна асра тытрӑмӑр: ҫыракана ҫӗнӗ ҫыру кӗртме ҫӑмӑллӑх кӳресси; ҫырусене темӑсемпе уйӑрма май тӑвасси; актуаллӑ тата шухӑшлаттаракан ҫырусене уйӑрса кӑтартасси; чи нумай ҫыракан авторсене палӑртасси.
Ҫыракансен йышӗнче те лайӑх улшӑнусем пуласса шанса тӑратпӑр. Тӗслӗхрен, кӗҫех «И-и-эх!» ушкӑн эртӳҫи Ю. Яковлев та пирӗн сайтра шок-терапи пуҫлама шантарать. Хӑй калашле — кӗтсе тӑрӑр... тата выртӑр.
Эсир те: шухӑш пур пулсан унпа пирӗн сайта кӗрсе тухакансене паллаштарма ан вӑтанӑр — ҫырӑр, пӗлтерӗр. Эпир вара сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра ҫынсем патне ҫитерме тӑрӑшӑпӑр.
Пирӗн кунта пӗтӗмпех ирӗклӗ — чару ҫук (паллах, саккуна пӑхӑнуллӑ пулсан).