Красноармейски районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ашшӗ судра явап тытнӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын экстремизм сӗмӗллӗ преступленишӗн суд сакки ҫине лекнӗ.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: 2016-2017 ҫулсенче хайхискер хӑйӗн компьютерӗпе тата телефонӗпе усӑ курса халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страници ҫинче тӗрлӗ наци ҫыннисене, тӗрлӗ тӗне ӗненекенсене хирӗҫме хӗтӗртекен аудио- тата видеофайлсем вырнаҫтарнӑ.
Ҫак арҫын ҫул ҫитмен пилӗк ачана ҫитӗнтерет. Судья ҫакна шута илсе приговора ҫемҫетнӗ. Ҫапла майпа нумай ачаллӑ ашшӗн патшалӑха 350 сехет ӗҫлесе татма тивӗ.