Патӑрьел районӗнче санитари енӗпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем вӗренӳ учрежденийӗсенчи эпидемиологи лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ. Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — комисси ертӳҫи Рудольф Селиванов ертсе пынӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне муниципалитетра 42 ҫын, ҫав шутран 40 ача, пульницӑри мар пневмонипе (ӳпке шыҫҫи) чирленӗ: Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта 19-ӑн, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта 7-ӗн, Нӑрваш Шӑхальти шкулта 4-ӑн, Алманчӑкринче 3-ӗн аптӑранӑ.
Сисчӗвлентерекен ҫак тӑрӑм хыҫҫӑн районта Роспотребнадзор ӗҫченӗсем эпидемиологи тӑрӑмне тӗпченӗ. Шкулсенче пӳлӗмсене дезинфикцилеме, сывлӑша кварцпа сиенсӗрлетме хушнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта ачасене вӗрентме вӑхӑтлӑха чарнӑ, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта — пӗр класра.