Каҫхи троллейбусен шӑпи пирки халӗ те калаҫаҫҫӗ. Аса илтерер: Алексей Ладыков раштав уйӑхӗнче вӗсене каллех пӑрахӑҫлама пултарасси пирки каланӑччӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра каллех каҫхи троллейбуссем пирки калаҫнӑ. Троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин пӗлтернӗ тӑрӑх, 22.50 тата 23.15 сехетсенче савутсем патӗнчен тапранакан транспорта 1-2 ҫын ҫеҫ ларать.
Алексей Ладыков лару-тӑрӑва тӗплӗнрех тишкерме ыйтнӑ. Малашне те юлашки рейса 1-2 ҫын ҫеҫ ларсан троллейбуссене 22 сехет хыҫҫӑн ҫӳреттерме пӑрахтарасшӑн. Алексей Ладыков кун валли 2 эрне вӑхӑт панӑ.
Аса илтерер: каҫхи сменӑпа ӗҫлекен савутсемпе предприятисем каҫхи троллейбуссене каялла тавӑрма ыйтнӑччӗ. 1, 2, 3, 5, 11, 16, 18, 19-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссене 22 сехет хыҫҫӑн та ҫӳреттерме тытӑннӑччӗ.