Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнчи ачасем виҫӗ кун хушши йывӑҫ пахчине хура пилеш татма ҫӳрерӗҫ.
Хура пилеш — питӗ усӑллӑ ҫырла. Ӑна пӗрремӗш сивӗсем хыҫҫӑн кӑна пуҫтармалла. Медицинӑра та унпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пилешре тӗрлӗ витамин нумай (Р, С, Е, К, В1, В6, бета-каротин), ҫавӑн пекех микроэлементсем те чылай (бор, тимӗр, марганец, пӑхӑр, фтор). Тӗслӗхрен, хӑмла ҫырлипе танлаштарсан, хура пилешре йод 4 хут нумайрах. Хура пилеш ҫырли юн пусӑмне нормӑна лартать, юнри холестерина чакарать. Тухтӑрсем сахар диабечӗ, ревматизм, аллерги, атеросклероз чухне те ҫак ҫырлана ҫиме хушаҫҫӗ. Ӑна шӑнтса хума та, типӗтме те юрать.
Чӑваш Тӑрӑм ачисем виҫӗ кун хушши питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ вара. 5- мӗш класрисем пӗр кун хушшинче 150 кг пилеш пуҫтарчӗҫ. Чи нумай татаканни Королева Марина пулчӗ (28,5). Шкулӗпе виҫӗ кун хушшинче 2,5 тоннӑна яхӑн татнӑ ҫырлана Канашри заготсбытбазӑна ӑсатрӗҫ.
Чӑн та, усӑллӑ ӗҫ чун канӑҫӗ пулчӗ.