Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Алпарух ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен ассоциацине йӗркелеме чӗнсе каланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.11.2017 12:34 | 2413 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Александр (Алпарух) Блинов
Александр (Алпарух) Блинов

Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем тӑван чӗлхемӗршӗн» страницӑра Алпарух (Александр) Блинов «хальхи тӑрӑмпа усӑ курса» Ашшӗ-амӑшӗсен тата вӗрентекенсен ассоциацине йӗркелеме сӗнет.

«Халь пирӗн ҫӑмӑл мар самана, анчах та пурнӑҫри кашни пулӑм пире опыт пухтарать, вӗрентет е ҫӗнӗ майсем парать. Ҫавӑнпа паянхи лару-тӑру алӑ усмалли самант мар. Ку вӑл ҫӗнӗрен хамӑр чӗлхемӗр ҫине пӑхмалли, ӑна уйрӑмӑн хаклама пуҫламалли самант. Хальхи тапхӑр пирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ Бородино, пире пӑрӑнма тивет пулсан та, парӑнма ниепле парӑнмалла мар», — тесе ҫырнӑ Алпарух.

«Тумалли чи пӗрремӗш япала» — кил-йышӑмӑрта чӑвашла ытларах усӑ курма пуҫласси тесе шухӑшлать Александр Блинов.

«Тепӗр питӗ кирлӗ япала — чӑваш чӗлхине ҫӗнӗлле вӗрентесси. Халь эпир грамматика меслечӗсемпе кӑна малалла каяймастпӑр ҫав, коммуникативлӑ меслетсемпе усӑ курмалли вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ», — иккӗленмест хастар.

Чӑваш чӗлхипе усӑ курмалли «вырӑнсене»: клубсене, студисене, пӗрлехи чӑвашла мероприятисене йӗикелемеллине те палӑртнӑ вӑл.

«Пирӗншēн, вӗрентекенсемшӗн, халь чӑваш чӗлхине интереслӗ вӗрентесси, ачасене кӑсӑклантарма вӗренесси, хамӑр тавракурӑма пуянлатасси пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать. Ҫавӑнпа эпӗ сире уйӑхра пӗрре «меслет пухӑвӗсене» чӗнесшӗн. Калӑпӑр пӗр шӑматкун тӗрлӗ ыйту сӳтсе явма йыхравлатӑп. Калӑпӑр пӗрремӗш тӗл пулу чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тума пулать», — хыпарланӑ Александр (Алпарух) Блинов.

#вӗрентӳ, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-156082591_7
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Армути // 3297.7.0352
2017.11.06 18:19
Алпарух!Чӑваш вӗрентекенӗсене шансан нимле Ассоциаци те пулмасть.Пуррине те пӑчантарчӗҫ.
Бородино-и, Шорча-и унта - сурӑхла парӑнма юрамасть.Пуҫла!
Тимĕр Акташ // 2731.75.9262
2017.11.07 10:20
Алпарух пирĕн чăваш "Бородино" çинчен питĕ пĕлтерĕшлĕ, çивĕч (остроумно) каланă. Маттур! Унпа килĕшетĕп: "Парăнмалла мар!" Кÿршĕ халăхсемпе пĕрле хамăр чĕлхесене хÿтĕлемелле.
Виталий // 2029.45.4621
2017.11.07 22:03
Обществăра Чĕлхе кирлĕлĕхне вăратмасăр нимĕн те тума пулмасть. Хальхи хăвавçă Чăваш влаçĕпе нимĕн те тăваймастăн (асăрхарăр-и, влаçран пĕри те Чĕлхене хÿтĕлесе пĕр сăмах та каламарĕ, чи çÿлти аслă тÿре-шари те Путин сăмахĕсемпе витĕнчĕ). Эп Ассоциаци туни çине питĕ пысăк пессимистла пăхатăп.
Алпар // 1852.53.5089
2017.11.08 19:37
Ҫапла пуль, нимӗн те тумасӑр, малалла влаҫа вӑрҫа пурӑнма пултаратпӑр ). Анчах ним тӑвиччен хӑтланни 100 хут паха
Чавуш-чăваш // 9259.3.8429
2017.11.09 06:03
Эпир министăра ,е тепĕр тÿре-шарана,чăваш чĕльхи çине кирлĕ пек пăхманшăн ĕçрен кăларас тесе йашăнсан, нимле "завещани-послани" айне те пытанаймĕç. Ку пĕрремĕш. Тепри çурмалла шутлакансем валли,шутламашкăн. Паян ачасем ытларах ача пахчисенче пурăнаççĕ,çавăнпа та чĕльхе ушкăнĕсене МАЛТАН çавăнта пулмалла. Шупашкарти ача пахчисене ЧНК "шефство" йĕркелемелле. Сувар Тимĕрĕн пĕр икĕ ача пахчи, Станялăн пĕр вуннă. Тургайăн (президентăн шаннă çынни) пĕр вунпилĕк. Бородино мар ку,унта чĕннăпи каласан чакнă,Мускава тăшман аллине панă. . Кунта- ÇĔКЛЕН ЧĂВАШ,ÇĔКЛЕН ,ПĔРЛЕШСЕ ÇĔКЛЕНМЕЛЛЕ. ĂЧУСЕНЕ УСТЕРЕССИНЕ АЛЛА ИЛЬ. Ку сăмахсене Тургайăн калас пулать.Вăл шарламаннине кура ман калама тивет.
Молатук // 4134.68.7390
2017.11.09 11:42
Чӑваш халӑхӗ пӗтсе пынӑшӑн пӑшӑрханса калани нумай. "Хура-ах! Пӗтетпӗр!" тесе чан ҫапма пуҫлани те тахҫанах. Чанне илтмеҫҫӗ, итлемеҫҫӗ. Пӗр пӗтӗмӗшле илсен, халӑхӗ - хӑй пӗтессинчен пӗрре те хӑрамасть. Ҫав хӑратать!
Армути // 5630.4.6322
2017.11.10 15:56
Чӑваш правительстви,Чӑваш конгресӗ, Вӗрентӳ министерстви,Учительсен ассоциацийӗ чӑваш чӗлхине майлӑ пӗр сӑмах та каламарӗҫ,Учительсем те шӑп-шӑприн. Кушак ӗнсерен тытса ҫыртнӑ шӑшисем пекех!
Вара мӗн тумалла?
Емельян Пугачев килессе кӗтмелле-и?
2017.11.10 18:05
Аçтахар Плотников
Вӗренӳ министерстви учительсемпе пӗрле ҫыру хатӗрленӗ. Тексчӗ ман пур. Халь алӑ пусаҫҫӗ те кайран мана параҫҫӗ. Вара лартатӑп. //вӗренӳ министерствинче хатӗрленӗ пулсан та «вӗренӳ министерстви» тесе кӑтартман.
Ҫырӑвӑн пӗр пайӗ:
«... В настоящее время Прокуратурой Чувашской Республики обнаружено более 500 нарушений, принесено более 120 протестов, внесено более 250 представлений, по результатом рассмотрения которых к дисциплинарной ответственности привлечено почти 100 должностных лиц. Поистине, колоссальная работа прокуроров Чувашии, выполнивших, наверное, показатели на всю пятилетку!!!
С кем и с чем борются блюстители правопорядка?! На борьбу с какими правонарушителями направлены их усилия? Оказывается, они выполняют Ваше личное поручение о соблюдении прав граждан на свободный выбор родного языка. ...»

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем