Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Станислав Юхтар халапӗсем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 07.10.2011 01:46 | 2819 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Станислав Юхтар куравӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ӑна уҫма музей директорӗ Геннадий Козлов, Раҫҫей халӑх ӳнерҫи Равель Фёдоров, ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ Алейсей Трофимов, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Василий Кузьмин, Ӳнер музейӗн тӗп управҫи Георгий Исаев татат ыттисем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансем пурте ӳнерҫӗ ӗҫӗсенчи хӑйнеевӗрлӗхе палӑртрӗҫ, вӑл усӑ куракан мелсемпе меслетсене сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫине ӗҫре ӑнӑҫусем сунса унӑн юлташӗсем Николай Кривошеевпа Вадим Шипилевский те тухса сӑмах каларӗҫ.

Станислав Юхтарӑн ӳкерчӗкӗсенчи тӗп сӑнар — ҫутҫанталӑк. Чылайӑшӗсенче вӑл тӗнчене тытса таракан вӑйсене сӑнлать, этемӗн ҫутҫанталӑкри вырӑнне кӑтартса пама тӑрӑшать. Унашкал ӳкерчӗксем шутне «Этем тата Ҫӑлтӑрсем», «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тата «Леш Тӗнче» ятӑмсем кӗреҫҫӗ. Станислав ӗҫӗсенче чӑваш тӗнӗ те пысӑк вырӑн йышӑнать.

Ку куравра вара ҫӗнӗ ярӑмсемпе паллашма май пур: «Палӑксем», «Мировоззрение булгаро-чувашей», «Масмак». Ҫавӑн пекех Марина Карягина, Ҫеҫпӗл Мишши, Геннадий Айхи кӗнекисем валли хатӗрленӗ ӗҫсене те курма пулать.

#музейсем, #куравсем, #Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем