Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 250 ҫул ҫитнине уявлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.12.2025 12:17 | 33 хут пӑхнӑ
Персона
21chkt.ru сӑнӳкечрӗкӗ
21chkt.ru сӑнӳкечрӗкӗ

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, тӗнчипе ятлӑ-сумлӑ тӗпчевҫӗ Никита Бичурин ҫуралнӑранпа килес ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна пирӗн республикӑра сумлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттерӗӗ, ун валли ӗҫлӗ ушкӑн туса хурӗҫ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Никита Яковлевич, — монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ. 1777 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпу уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗ) Типнер ялӗнче ҫуралнӑ. 1853 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Санкт-Петербург хулинче вилнӗ.

Бичурин ӗҫӗсене Раҫҫейре кӑна мар, Европӑра та хакланӑ. 1828 ҫулта ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн член-корреспондентне суйласа илнӗ. 1831 ҫулта Парижри Ази обществин шутне кӗртнӗ. 1834, 1839, 1843, 1849 ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх шайӗнчи чи пысӑк паллине, Демидов премине, тивӗҫнӗ.

#тӗпчевҫӗсем, #юбилейсем, #йышӑнусем, #Элтепер, #Типнер, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем