Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чун кисревне кӑтартман тӗпчевҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.10.2017 18:59 | 1307 хут пӑхнӑ
Персона
Петр Фокин. 2007 ҫулхи ӳкерчӗк
Петр Фокин. 2007 ҫулхи ӳкерчӗк

Ҫак датӑна эпир сисмесӗр ирттернӗ пулин те ун ҫинчен виҫ сӑмах та пулин асӑнса хӑварасах килет.

Ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗнче Петр Фокин тӗпчевҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. «Эс пурӑннӑ пулсан...» ятпа кӗске те, анчах калас тенине уҫса паракан хыпара паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Леонид Атлай вырнаҫтарнӑ.

«Ӑраскаллӑ пурнӑҫӑмӑрӑн тӳпи — тӗрлӗрен. Пӗрне — ӗмӗр тӑршшӗпех ӑнать, теприне — куҫа курӑнман «темскер» самай нушалантарать. Самай пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ Петр Петрович Фокин чӑваш интеллигенчӗшӗн, пурӑннӑ чухне ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен пӑрланса ларнӑ чун кисревӗ нихӑҫан та пулман. Пулнӑ пулсассӑн та, ӑна вӑл Мускав шкулне пӗтернӗскер, пире систермен», — ӑшшӑн ҫырнӑ автор.

«Иртнӗ кунсенче ҫеҫ-ха Вӑрмарӑн пултаруллӑ чӑвашӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявламаллаччӗ. Темиҫе хутчен асӑнса та, эпир пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (пенсине ҫулне тухсанах вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ) ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсемпе, вӗрентӳпе ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ саманчӗсене тивӗҫлипе хаклаймарӑмӑр. Хамӑрта яланах пирченсе пӑтранакан вирлӗ сӑмахӑмӑрсене темшӗн тытаймарӑмӑр~~», — тенӗ унта.

#Вӑрмар районӗ, #астӑвӑм, #ЧПГӐИ, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/283.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем