2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейри техосмотр ирттермелли хакӑн чи пысӑк виҫи икӗ пин тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки РФ Экономаталану министерствин патшалӑхӑн экономика йӗркелевӗ департаментӑн директор ҫумми Евгений Ковтун пӗлтернӗ.
Асилтеретпӗр, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Дмитрий Медведев Президент техосмотр ирттермелли йӗркене улшӑнусем кӗртекен саккуна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ун тӑрӑх тепӗр ҫултан пуҫласа ОСАГО килӗшӗвне тума техосмотр талонӗ кирлӗ. Виҫӗ ҫултан кӗҫӗнрех транспорта ку ӗҫрен хӑтарнӑ. 3-7 ҫулти машинсен техосмотрне икӗ ҫулталӑкра пӗрре, ыттисен вара — кашни ҫулталӑкра ирттермелле пулӗ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех машин техника нормине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеме уйрӑм ҫын компанисене те ирӗк параҫҫӗ. Ку ӗҫе тума вӗсен Раҫҫей автостраховщикӗсен пӗрлӗхӗнчен аккредитаци илмелле ҫеҫ.