Паян — Туризм кунӗ. Ӑна халалласа республикӑра фестиваль йӗркеленӗ. Пуҫарӑвӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Енри туризмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа аталантарасси.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» (чӑв. «Шурӑ чул») физкультурӑпа сиплев центрӗнче хӑйне евӗрлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Вӑйне тӗрӗслеме республикӑри 3 хулапа 4 районтан 18 ушкӑн килнӗ. Кунта туризм ветеранӗсен, шкулта вӗренекен туристсен пӗрлехи пухӑвӗ пулчӗ. Чылай конкурс иртрӗ. Тупмалли вырӑна электронлӑ чипсемпе палӑртнӑ карттӑпа ҫула тухасси, чӑнкӑ ту ҫине улӑхасси тата темтепӗр. Кашни ушкӑн ҫӗнтерме тӗрӗшрӗ. Олимп резервӗсен 5-мӗш шкулӗнче вӗренекенсем нумай енӗпе ыттисенчен маттуртараххи палӑрчӗ. Байдарка киммипе ярӑнмалли конкурс чи хавасли пулчӗ. Кунта карапа тӗрӗс тытса пыма пӗлмелле. Ку енӗпе Муркаш районӗнчи Валентина Егорова Олимп чемпионӗ ячӗллӗ спорт шкулӗ пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Вӗрен туртмалли ӑмӑртура «Белые камни» сиплев центрӗн ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ.