Паян тӑван республикӑмӑрӑн парламенчӗ черетлӗ, 12-мӗш, сессие пуҫтарӑнчӗ. Унта чылай чухнехиллех нумай ыйту кӗртнӗ. Кӗртменнисемпе пӗрлех урӑххисене пӑхса тухма сӗнекенсем те пулчӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов харӑсах икӗ сӗнӳпе тухрӗ. Вӗсенчен пӗри Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннисене, ашшӗ ӑшшине туймасӑр ӳснисене пырса тиврӗ. Григорий Данилов депутат вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла тесе шухӑшланине, ку сӗнӳпе Мускава тухмаллине палӑртрӗ.
Анчах чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫи Вячеслав Рафинов республикӑри халӑх тарҫисем ку ыйтӑва маларах тишкернине пӗлтерчӗ. Тутарстанри депутатсем ҫапла сӗнӳпе тухнӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӑхса тухманнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑхри депутатсем ку сӗнӳпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухас шухӑшлине ӗнентерчӗ.