Шупашкарти чӗрчунсен хӳтӗлевҫисене килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсемпе кушаксене усрамалли пункт мӗнле ӗҫлени килӗшмест. Ҫавна май хастарсем ЧР прокурорӗ Василий Пословский ячӗпе петици ҫырнӑ. Унта «Забота» (чӑв. Тимлев) тулли мар яваплӑ обществӑпа, чӗрчунсене вӑхӑтлӑх усракан пунктпа, килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.
Нимеҫӗсем (волонтерсем) каланӑ тӑрӑх, чӗрчунсем пунктран ҫӗртмен варринче ҫухалма пуҫланӑ. Ун чухне ӑна Вероника Култакова ертсе пыма тытӑннӑ. Хальлӗхе 30 ытла йытӑ ҫухалнӑ.
Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене ҫитермеҫҫӗ, сиплемеҫҫӗ тата вӗсем валли хуҫа шырамаҫҫӗ. Пунктра хӑйсен вилӗмӗпе вилмен йытӑсемпе кушаксене тупма пуҫланӑ.
Ку ыйтӑва авӑнӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн комисси ларӑвӗнче те ҫӗкленӗ. «Заботӑна» ӗҫ ушкӑнӗ, унта должноҫри ҫынсем тата депутатсем кӗрӗҫ, тӗрӗслӗҫ.