Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет, ӑна йӗркелесси пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Баскак поселокӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта кӑмпа татма юратакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприяти интереслӗ, хӑйне евӗр иртнӗ. Унта пухӑннисене кӑмпаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе, ятарлӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Хӑнасемпе «Ку мӗнле кӑмпа пулнине пӗл» ӑс-тӑн вӑййи ирттернӗ. Ҫавӑн пекех «Вӑрманта» викторина йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Тӗп вулавӑш «Кӑмпа коктейлӗ» кӗнеке куравӗ ирттернӗ.
Юлашкинчен пухӑннисене кӑмпа пирки ҫырнӑ пӗчӗк кӗнекесем, буклетсем валеҫсе панӑ.