Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Советская Чувашия» эстафети 73 хут иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.09.2011 13:59 | 2053 хут пӑхнӑ

Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, «Олимп» стадионӗнче «Советская Чувашия» парнисемшӗн черетлӗ эстафети иртнӗ. Чи пӗрремӗшне 1930 ҫулта хатӗрленине шута илсен кӑҫал чупакансем старта 73-мӗш хут тухрӗҫ. Ӑна кӑҫал Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа йӗркеленӗ.

Республикӑра иртерекен мероприятисене шута илсен ку эстафета пысӑккисен шутне кӗрет — хӑвӑрах пӑхӑр, унта 2 000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче Михаил Игнатьев та пулчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ чупу ҫӗнӗлле иртет: чи малтанах районсемпе хуласен хаҫачӗсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртаҫҫӗ (кӑҫал пурӗ 10 пин ҫын ытла хутшӑннӑ), кунта вара чи вӑйлисем килеҫҫӗ.

Пуҫлӑхсен чупӑвне Михаил Игнатьев та тухрӗ. Унпа пӗрле стадион тӑрӑх Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Олег Макаров, республикӑн министерствӑпа ведомствӑсен ӗҫченӗсем, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗндепутачӗсем, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем ӑмӑртмалла чупрӗҫ.

Йӑлана кӗнӗрен ҫак спорт уявӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫӑмӑл атлетика турнирне ирттереҫҫӗ. Элтепӗр администрацийӗн ушкӑнӗ япӑхах мар хӑйне кӑтартрӗ — иккӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Чи мала вара Спорт министерствинче вӑй хуракансем тухрӗҫ.

 

Эстафета саманчӗсем

#спорт, #Советская Чувашия, #эстафета

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем