Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш халӑх сайчӗ 6 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.09.2011 16:24 | 2620 хут пӑхнӑ

Акӑ, каллех, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ — паян Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 6 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах, пӗлетӗр ӗнтӗ, 2005 ҫулта ҫак кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑнма пуҫланӑ.

Ҫулталӑк хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртрӗҫ-ха? Чи малтанах ӗнтӗ электронлӑ вулавӑш калӑпӑшӗ самай ӳснине асӑнас пулать — 12 уйӑх хушшинче пӗр пин ҫурӑ хайлавпа вӑл пуянланчӗ. Тетелте ятарлӑ чӑвашла каналсем тухсан вӗсене хамӑр патӑмӑрта та вырнаҫтартӑмӑр. Пӗр енчен пирӗн сайта та пуянлатать, тепӗр енчен халӑха вӗсен ӑшлӑхӗпе паллаштарать. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелчӗ — унта икӗ ҫӗнӗ словарь хушӑнчӗ, шырав майӗсем пуянланчӗҫ. Ятарлӑ лавкка та ӗҫлесе кайрӗ — «СУМ» ятлӑскер. Ӗҫне чӑн та нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла.

Асилтеретпӗр, пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла.

#чӑваш чӗлхи, #Чӑваш Ен, #сайтсем

 

Комментари:

Васса // 2830.65.0414
2011.09.07 21:12
Кирлĕ ĕç тăватăр, маттур, саламлатăп.
Атл // 2327.28.5289
2011.09.08 04:26
Ырлх-сывлх, телей СИРЕ пурне те,
Питĕ пысăк ТАВ пирĕнтен пуринчен те..
Ăнса пытăр Сирĕн кун - çулра,
Çул уçăлтăр яланах умра!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем