Вырсарникун, ҫурлан 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Хула кунне паллӑ тӑваҫҫӗ — ӑна халалласа вара тӗрлӗ мероприятисем хатӗрлеҫҫӗ. Уявӗ вырсарникун пулин те тӗрлӗ ӑмӑртусем маларах та иртеҫҫӗ.
Паян, ҫурлан 19-мӗшӗнче, «Шупашкар сувенирӗсем» ӑмартӑва пӗтӗмлетнӗ. Тӗрлӗ япаласене — кантӑк, тимӗр, пир, хӑма, тӑм тата ыт. те — усӑ курса хатӗрленӗ сувенирсем чӑн та питӗ илемлӗччӗ.
Хаклавҫӑсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: 1-мӗш вырӑн — Толстов М.М. ИП; 2-мӗш вырӑн — «Листок» ТМЯО; 3-мӗш вырӑн — Сахаров Е.Ю. ИП. Кашни ҫӗнтерӳҫе ятарлӑ хисеп хучӗпе тата укҫапа чысларӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗпе те хисеплерӗҫ.