Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енре Пайтула ҫапла чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 05.08.2011 00:31 | 2042 хут пӑхнӑ
Пайтул уявӗнче
Пайтул уявӗнче

1966 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш АССР историйӗ» кӗнекере ҫакӑн пек каланӑ йӗркесем пур: «Хресченсемпе феодалсем хушшинчи хирӗҫтӑру ҫивӗчленсе пынӑран, 1670—1671 ҫулсене Степан Тимофеевич Разин ертсе пынӑ хресчен вӑйлӑ вӑрҫи патне илсе ҫитернӗ. Чӑваш халӑхӗ те, хӑйсен хушшинчен пултаруллӑ ҫар пуҫӗсене суйласа илсе, вӗсене утамансем пулма шаннӑ. Ҫав шутра Пайтул Искеев полковник та пур. Вӑл Ҫӗрпӳ уесӗнчи Хуракасси ялӗнчен. Унӑн хресчен-пӑлхавҫӑсенчен тӑракан пысӑк ушкӑнӗ патша влаҫӗн Ю. Борятинский ертсе пынӑ ҫарне хирӗҫ — Чӗмпӗр хули патӗнче, Д. Борятинскин ҫарне хирӗҫ Ҫӗрпӳ хули, Тусай, Юнтапа, Хуракасси ялӗсем патӗнче хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ».

Ҫакӑн ҫинчен 2000 ҫулта Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши пухса хатӗрлесе кӑларнӑ «Пайтул. Ҫутӑ хӗҫӗм ялтӑратӑр» кӗнекере тӗплӗнрех пӗлме пулать. Автор кун пирки вуншар ҫул тӗпченӗ. Мӗншӗн тесен Хуракассине вырӑсла Хоракасы, Каракасы, Каракос, Каракусы, Караикусы ятпа та асӑннӑ. «Над картой Чувашии» кӗнекере вара Аликеево-Караево тени те тупӑнать. Ку ӗнтӗ 1857 ҫулта ӳкернӗ карта ҫинче те курӑнать. Унта Сурӑм юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ пысӑк яла «Сором Хири» (Аликеево и Карай) тенӗ. Патша карателӗ М. Кравков вара «Карайкасы» тесе те каланӑ. Пайтул ҫинчен каярахпа ҫыракансем «Кара» сӑмаха чӑвашлатса хуракасси тенӗ пулас.

Халӗ Сурӑмхӗрри ялӗ Карай ял тӑрӑхне кӗрет. Юхма Мишши академик ним иккӗленмесӗр ҫапла палӑртать: пирӗн аслӑ та чаплӑ ҫар пуҫӗ тата юрӑҫи ҫуралса ӳснӗ ял, чӑнах та, Сурӑмхӗрри Карай.

Чӗмпӗр патӗнчи ҫапӑҫура патша ҫыннисем Степан Разин ҫарне ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, Искей Пайтулӗн аманса пӗтнӗ йышӗ Сӑр вӑрманӗсем витӗр Чӑваш ҫӗр-шывне килсе кӗнӗ, ҫӗнӗрен вӑй илсе, тепӗр хут кӗрешӗве ҫӗкленнӗ. Анчах та 1671 ҫулхи январӗн 3-мӗшӗнче Юнтапа патӗнчи хаяр ҫапӑҫура Пайтул утамана патша ҫар ҫыннисем тыткӑна илнӗ, темиҫе кун хушши тӗпченӗ хыҫҫӑн тискеррӗн асаплантарса вӗлернӗ.

Пайтул Искеева Шупашкар районӗнчи Чемурша ял тӑрӑхне кӗрекен Чиканкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи сӑрта пытарнӑ. Ӑна «Пайтул сӑрчӗ» теҫҫӗ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хули ӑшне юлнӑ.

Историне тӗпчесе, Пайтул ҫинчен халапсем пухса, юрӑсем хывса, ун юррисене юрласа халӑх патне ҫитернӗ ӑсчахсем пире валли иксӗлми пурлӑх хӑварнӑ. Халӗ пурӑнакан тӗпчевҫӗ-историксем те малалла ӗҫлеҫҫӗ. Юхма Мишши ӑсчаха илес пулсан, вӑл уҫса пачӗ Трак тӑрӑхӗнчи авалхи паттӑр Пайтул ятне тата унӑн пултарулӑхне ӗмӗр-ӗмӗр асра тытса пурӑнма. Вӑл тӑрӑшнипех Шупашкар хулин пӗр урамӗ Пайтул ячӗпе хисепленет. Чӑвашсен Юхма Мишши ертсе пыракан обществӑпа культура центрӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ те Пайтул ячӗллӗ. Кунти казаксен станицине Пайтул теҫҫӗ. Иртнӗ кӗркунне кунта Пайтул уявне ирттерчӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкартах ҫӗнӗрен ҫӗкленекен микрорайона Пайтул ятне парасшӑн, унта палӑк лартасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкара Пайтул хули теме те сӗнӳ тӑратнӑ ЧОКЦ ертӳҫисем.

Хамӑр районти историпе краеведенин халӑх музейӗнче Пайтулпа ҫыхӑннӑ экспонатсем упранаҫҫӗ. Вырӑнти А. Николаевпа В. Константинов таврапӗлӳҫӗсем хӑй вӑхӑтӗнче уйрӑм тӗпчев ӗҫӗсенче Пайтул ҫинчен те ҫырса кӑларнӑ. Анчах та Пайтула халалласа Трак енре ятарлӑ уяв ирттерменччӗ-ха. Кӑҫал вара ҫак ӗмӗт утӑн 30-мӗшӗнче пурнӑҫланчӗ.

Пайтул паттӑр ҫӗре кӗнӗренпе кӑрлач уйӑхӗнче 340 ҫул ҫитрӗ. Унӑн эткерлӗхӗпе ӗҫлекенсем хускатнипе, вӑл ҫуралнӑ ялта та ӑна хисеп туса Асӑну кунӗ ирттерме чан ҫапӑнчӗ. Ҫак кунӑн тӗп тӗллевӗ — Пайтул паттӑр виҫӗ ӗмӗр ҫурӑна яхӑн вӑхӑт иртсен, истори страницисенчен тухса тӑван халӑхӗ патне таврӑннине кӑтартасси пулчӗ. Унсӑр пуҫне — Пайтула асӑнса унӑн тӑван ялӗнче хӑҫан та пулин ятарлӑ палӑк лартма калаҫса татӑласси, ҫав вырӑна палӑртса юпа лартса хӑварасси. Ҫав ӗмӗтсем тулчӗҫ те ӗнтӗ Сурӑмхӗрринчи Пайтул уявӗнче.

Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ, Чӑваш Республикинчи писательсен союзӗ, вӗсен ертӳҫи Юхма Мишши сӗннипе, район администрацийӗ, унӑн культурӑпа спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗ, районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗ, республикӑри таврапӗлӳҫӗсен районти уйрӑмӗ, районти историпе краеведени халӑх музейӗ тата Чӑваш Республикинчи историпе культурологи тӗпчевӗсен Элли Юрьев ячӗллӗ фончӗ пуҫарнипе, Карай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ӑна ырласа йышӑннипе, унӑн пуҫлӑхӗ Д. Платонов ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнипе ҫапла хаваслӑ та йышлӑ уяв ирттертӗмӗр.

Карай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д. Платонов тимленипе ку уява хӑш кун ирттерессине утӑ уйӑхӗн ӗҫ планне кӗртрӗҫ. Уйрӑм хушупа йӗркелӳ комитечӗн йышне ҫирӗплетрӗҫ. Унӑн ертӳҫи пулма районти краеведени музейӗн тата Элли Юрьев ячӗллӗ фонд директорне В. Серафимова шанчӗҫ. Пӗр уйӑх хушши канӑҫа пӗлмесӗр хыпаланчӗ вӑл ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑмшӑн. Уявӑн тӗп сценарисчӗн тата режиссерӗн тивӗҫӗсене хамӑр ентеш — Ҫӗньял Карайра ҫуралнӑ А. Ильин — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн режиссер-постановщикӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ. Комитет членӗсем — Н. Ершов, Р. Малинина, Л. Алексеева, И. Антонов, Н. Пименова, А. Алексеев, В. Михайлов хастар пулчӗҫ. Карайри библиотека заведующийӗ И. Иванова Пайтул ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен, ытти материалсенчен анлӑ курав йӗркелерӗ, ӑна уявра та кӑтартрӗ.

Кирек епле уяв та пӗччен тумалли ӗҫ мар. Ҫаврӑнӑҫулӑх кӑна ҫителӗксӗр. Хальхи вӑхӑтра мероприятисем ирттерме кирек хӑҫан та спонсорла пулӑшусӑр май ҫук. Ҫапла тӑваҫҫӗ те чылай уйрӑм предпринимательсемпе хӑш-пӗр хуҫалӑхсемпе организаци ертӳҫисем. Акӑ Сурӑмхӗрринчи уява хатӗрленсе ирттерме «Красноармейскинчи сельхозхими» ТМЯО гендиректорӗ В. Григорьев, Карайри «Витязь» общество ертӳҫи В. Платонов, «Караево» обществӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Р. Никифоров, Сурӑм вӑрманӗн лесничийӗ О. Тихонов, А. Федоровпа В. Федотов, Ю. Федоров водительсем, А. Алексеев, И. Сергеев, В. Бардасов, Я. Константинов рабочисем пысӑк пулӑшу кӳчӗҫ. Ытти енӗпе ялти активистсем, ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем, культурӑпа шкул ӗҫченӗсем тӑрӑшрӗҫ. Уйрӑмах О. Сергеева, Л. Алексеева, И. Кириллова, Н. Пименова вӑй-хала шеллемерӗҫ. С. Алексеев культура ӗҫченӗ хӑйӗн сасӑ аппаратурипе тивӗҫтерчӗ. Информаци спонсорӗ вара районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ пулса тӑчӗ.

 

* Сӑнсем: http://gov.cap.ru/Home/67/news/2011/08/paitul/index.htm

#Красноармейски районӗ, #Карай ял тӑрӑхӗ, #уявсем, #Сурӑмхӗрри

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем