Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Семенов депутат Ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. Пӗлменнисене аса илтерер. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннччӗ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑччӗ. Ку ӗс суда та ҫитрӗ. Малтан Шупашкарти Ленин район сучӗ чӑваш парламенчӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама йышӑну кӑларнӑ, ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ Ленин районӗнчи ӗҫтешӗсен йышӑнӑвне пӑхса тухса ӑна вӑйрах хӑварнӑ. Ҫапла вара Сергей Семенова ирӗксӗр ӗҫлеттерме парламентӑн ирӗк ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |