Паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн, РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ хисеплӗ ҫӗр йӗркелӳҫи, Етӗрне районӗн тата Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Аркадий Айдак ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ, асӑннӑ тӑрӑхри «Лениская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын В. Давыдов-Анатри сӑввипе А. Асламас (вӑл та Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ) кӗвӗленӗ «Чупрӑм тухрӑм кӳлӗ хӗррине» юрра питӗ килӗштернине пурте илтмен пулӗ.
Аркадий Айдака ҫывӑх пӗлнӗ Валентин Григорьев журналист паян «Хыпар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ аграрин сасси уҫӑ та янӑравлӑ пулнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «мӑнаҫлӑн тулли сасӑпа юрланӑран хӑшӗ: «Айдак юрлама пуҫласан ялтан курак тухса тарать пуль», — тенӗ.