«Ӗҫлӗ Раҫҫей» (чӑв. Деловая Россия) бизнес-пӗрлешӗвӗн президенчӗ Алексей Репик Чӑаш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускава йыхравланӑ. Пурӑнма е ӗҫлеме мар. Бизнес-пӗрлешӗвӗн паян иртнӗ анлӑ ларӑвне.
Унта Раҫҫейӗн инвестици климачӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ларӑва Раҫҫей усламҫисен кунне халалласа йӗркеленӗ. Пухӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, тӗрлӗ регион ертӳҫисем, аталану енӗпе ӗҫлекен институтсен пайташӗсем хутшӑннӑ.
Чӑаш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Алексей Репик пирӗн республика ертӳҫине маларах ҫапла хакланӑ: «Регион Пуҫлӑхӗн ушкӑнӗ тухӑҫлӑ ӗҫлесен унта ҫитӗнӳсем те ҫук мар. Ӗҫлеме пултаракан командӑра кӑтартусем пысӑк. Бизнеса аталантарассине тимлӗх уйӑрсан, тӗп приоритет тесе йышӑнсан ҫитӗнӳ те пур. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев ку енӗпе ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӑл ертсе пыракан команда тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнине пӗр хутчен ҫеҫ мар ҫирӗплетсе панӑ. Вӗсем регион аталанӑвӗ предпринимательсен вӑйӗнчен те сахал мар килет текен ӑнлава тӗпе хурса ӗҫлени ытти субъектсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑчӗ. Михаил Васильевич ӑста ертӳҫӗ».