Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшпе 9-мӗш хушшинче Чӑваш Енре Чечня Реуспубликин ҫыннисем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем хушшинче район, хула, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, Чечня Республикин парламенчӗн депутачӗсем, Чечня Республикин Правительствипе Президент аппаратӗнче вӑй хуракансем. Чӑваш Енре пулнӑ хушӑра вӗсем республикӑн вырӑнти влаҫ органӗсен ӗҫӗпе паллашрӗҫ.
Чечня Республикин ҫыннисем пирӗн республикӑна Чечня Республикинче демократипе право патшалӑхне ҫирӗплетекен Европа Пӗрлешӗвӗн программи тӑрӑх килсе кайнӑ. Чӑваш Ене ахаль суйласа илмен, Светлана Бастанжиева пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен вырӑнти влаҫ органӗсен ӗҫе аталантарассипе малти вырӑнсенче тӑрать.
Европа Пӗрлешӗвӗн тата Чечня Республикин ҫыннисем хӑнасене лайӑх кӗтсе илнӗшӗн Чӑваш Ен ертӳҫисене пысӑк тав каланӑ.