Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Республика кунне кӑҫал Ҫӗрпӳ районӗнче палӑртӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.06.2011 13:51 | 1822 хут пӑхнӑ

Республика кунне кашни ҫулах тӗп хуламӑрсӑр пуҫне пӗр-пӗр районта уявлаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак тивӗҫ Ҫӗрпӳ районне пырса тивет.

Ҫӗрпӳсем уява тӗплӗн хатӗрленнӗ — 23-24 кунсенче питӗ лайӑх канма пулӗ. Ыран, сӑмахран, йӑлана кӗнӗ Ҫӗрпӳ ярмаркки ӗҫлеме пуҫлӗ — 18 сехетре уҫӗҫ. Ытти кӑсӑклӑ мероприятисене илес пулсан, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттерӗҫ: «Ман республика уявӗ» фотокурав (9 сехетре пуҫланать), «Тӑван урам, эс маншӑн чи хакли!» — ачасен ӗҫӗсен куравӗ (10 сехетре), «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальне хутшӑнакансем савӑнӑҫлӑн утни («Кивӗ хула» каферен пуҫласа Советски урам тӑрӑх Ярмӑркка лапамне ҫити утӗҫ, 10 сехет те 15 минутра тапранӗҫ). Республика кунне 11 сехетре уҫӗҫ — «Пирӗн ярмӑркка тӗсӗсем» театрализациленӗ кӑтарту ирттерӗҫ. Ҫак вӑхӑтрах ярмаркка лапамӗнче тӗрлӗ куравсем ӗҫле пуҫлӗҫ: «Этнографи ялӗ» — Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен куравӗ, «Ылтӑн алӑсем» — халӑх ӑстаҫисен ӗҫӗсен куравӗ, «Пирӗн кил картинче» — ял хуҫалӑх куравӗ. Спортсӑр иртмӗ — вӑл та пулӗ. Уйрӑмах стритбол енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ кӑсӑклӑ пулмалла — вӑл та 11 сехетре пуҫланмалла. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн тӗрлӗ концертсем йӗркеленӗ.

23 сехетре яланхи пекех уяв фейерверкпа вӗҫленмелле.

Программӑпа тӗплӗнрех кунта паллашма пулать.

#Ҫӗрпӳ, #Республика кунӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗрпӳ ярмӑркки

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем