Ҫывӑх вӑхӑтра икӗ районти — Патӑрьелӗнчи тата Тӑвайӗнчи — культура ҫурчӗ хӑпартма килӗшекен строительство организацийӗсене палӑртмалла. Хальлӗхе вӗсене суйлама конкурс иртессине пӗлтернӗ.
Культура ҫурчӗсене кӑҫалах туса пӗтермелле. Контрактсен пӗтӗмӗшле хакӗ 27,4 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Патӑрьел раойнӗнчи Ыхраҫырминче 150 вырӑнлӑх культура ҫуртне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Укҫана республика тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Ыхраҫырмисем ялти культура учрежденийӗ валли 14 миллион тенкӗ ҫитет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Чутейӗнчи культура ҫурчӗ 106 вырӑнлӑх пулӗ. Ӑна раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла. Кун валли 13 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Саккасҫӑ пулса аукцион ирттерекеннисем — вырӑнти ял тӑрӑхӗсем.