Республикӑра
![]() «Астӑвӑм» шырав отрячӗ Ленинград облаҫне каять. Ку отряд И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра йӗркеленнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫнине хыпарланӑччӗ. «Астӑвӑм» Ленинград облаҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Волховский фронт-2» шырав юхӑмне хутшӑнӗ. Отряда историпе филологи факультечӗн В.Ф.Каховский ячӗллӗ археологипе этнографи музейӗн заведующийӗ, Тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле историн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Мясников ертсе пырать. Экспедици ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку отрядӑн 11-мӗш шырав экспедицийӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |