Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Атӑл леш енче строительсем мамонт шӑлне тупнӑ. Ӗлӗкхи экспоната Чӑваш наци музейне панӑ. Мамонт шӑлне «Старко» строительство фирми асӑрханӑ. Вӗсем ӑна Чӑваш наци музейне пама шухӑшланӑ. Музей экспоната хаваспах йышӑннӑ. Строительство фирмин ӗҫченӗсем Атӑл леш енчен хӑйӑр турттарнӑ. Шӑла шӑпах ун ӑшӗнче тупнӑ. Строительство ӗҫченӗсем ку ӗлӗкхи япала тесе Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсенчен сӗнӳ ыйтнӑ. Лешсем ку мамонт шӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Строительсем музее унччен те экспонат парнеленӗ. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗсем бизон мӑйракине тупнӑ. Ун чухне те ӑна Чӑваш наци музейне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |