Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: К.И. Косачев — Трак Енре

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 28.05.2011 12:46 | 1833 хут пӑхнӑ
К.И.Косачев
К.И.Косачев

Ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Трак енре РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутат, Раҫҫей парламенчӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Иосифович Косачев пулнӑ. Малтанах Мускав хӑни хӑйӗн пулӑшаканӗпе, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе А. Разумовпа, республика парламенчӗн депутачӗпе, Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗпе В. Андреевпа пӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров, район пуҫлӑхӗ В. Григорьев ертсе пынипе «Хӗрлӗ Сурӑм» (Красное Сормово) хуҫалӑхра, «Чулхула Газпромтрансгаз» ТМЯО филиалӗнче — Заволжски ЛПУМГра пулса курнӑ, вӗсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла ҫитеспе К. Косачев районти активпа тӗл пулнӑ.

Малтанах хӑнасем Яманак тӑрӑх ҫӳренӗ, «Хӗрлӗ Сурӑм» ТМЯО сӗт-ҫу ферминче пулса курнӑ.

Асӑннӑ хуҫалӑх Трак енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хушшинче ҫирӗп те тӗреклӗ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Вӑл 2008 ҫултан Чӑваш Енри чи лайӑх 100 хуҫалӑх шутне кӗрет. Иртнӗ ҫулхи сӗт пахалӑхӗн кӑтартӑвӗсемпе асӑннӑ общество республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунта сухаламан пӗр ҫӗр лаптӑкӗ те ҫук. Ҫулленех ҫӗнӗ техника туянаҫҫӗ, уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсен кӑтартӑвӗсем ҫуллен-ҫул ӳссе пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр хӑйсен вӑйӗпе 50 пуҫ сӑвакан ӗнесен хисепне ӳстерме пултарнӑ, сӗт пӑрӑхне пухса пӗтерсе ӗҫе кӗртнӗ.

Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн К. Косачев ферма коллективӗпе тӗл пулнӑ.

Кунта вӑл Раҫҫей парламентӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ, ыйтусене хуравланӑ.

Ун хыҫҫӑн ӗҫ ушкӑнӗ Яманак ялӗнчи Мӑн Шетмӗ шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче пулса курнӑ. 1948—1950 ҫулсенче ӗҫе кӗртнӗскер, паянхи кун авариллӗ лару-тӑрура. Кӗпер леш енче ялӑн Ҫӗнӗ урамри 16 кил-ҫурчӗ, сысна ферми тата 650 гектар пусӑ ҫаврӑнӑшӗ вырнаҫнӑ. Кунти фермӑна юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн сыснасен йышне 1500 пуҫа ҫитерме пӑхаҫҫӗ. Анчах кӗпер урлӑ техникӑпа каҫса ҫӳреме майсем сахал. Ҫавӑнпа ҫулленех ял ҫыннисемпе ял хуҫалӑх предприятийӗн ҫурхи тата кӗрхи ӗҫсене пурнӑҫламашкӑн кӗпер хывма тивет. Анчах кунтан хӑватлӑ техника каҫаймасть. Ирӗксӗртен Красноармейски урлӑ, инҫӗшне 30 километра ӳстерсе, палӑртнӑ вырӑна ҫитетӗн. Хуҫалӑх ертӳҫисемпе яманаксем ҫакӑнта К. Косачевран пулӑшу ыйтнӑ.

Делегацин иккӗмӗш тӗл пулӑвӗ Заволжский клубра пулнӑ. Хӑнасене «Чулхула Газпромтрансгаз» общество филиалӗн — Заволжски ЛПУМГӑн директорӗ С. Александров, ЧР Президенчӗн канашҫи, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АУОн генеральнӑй директорӗ Ю. Попов кӗтсе илнӗ. Пухӑннисене К Косачев ҫӗршыври социаллӑ-экономикӑлла лару-тӑру, нефтьпе газ отраслӗн малашнехи аталанӑвӗ ҫинчен каласа панӑ.

Виҫҫӗмӗш тӗлпулу район администрацийӗн ҫуртӗнче вырӑнти активпа иртнӗ. Тӗлпулӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров уҫнӑ, К. Косачева сӑмах панӑ.

Паян Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене 5 депутат хӳтӗлет: К. Косачев, П. Семенов, Н. Бударин («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗ), А. Аксаков («Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей») тата В. Шурчанов (РФКП).

Константин Иосифович хӑйӗн сӑмахӗнче, тӗпрен илсен, РФ Патшалӑх Думин, парламентри партисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. «2008 ҫулӑн ҫу кунӗсем аса килеҫҫӗ, — тенӗ К. Косачев. — Ун чухне пире оппозицире тӑракан парти ертӳҫисем, уйрӑмах экономикӑна аван ӑнланакан О. Дмитриева депутат («Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей») нефтьпе газ сутса пулакан укҫа-тенкӗн пысӑк пайне халӑхӑн ӗҫ укҫине, ватӑсен пенси виҫине ӳстернӗ, социаллӑ сферӑна аталантарнӑ ҫӗре яма тавлашса ыйтрӗҫ. Ун чухне пӗр баррель нефтьшӑн 150 доллар паратчӗҫ. Ҫӗршыв бюджетне йӗркеленӗ чухне вара 130 доллар хака пӑхӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти, чун сиснӗ евӗрех, пухӑннӑ укҫан пысӑк пайне резерв фондне хывма сӗнчӗ. Кӗркунне вӗҫӗнче нефть хакӗ питех те йӳнелчӗ, пӗр баррельшӗн 30-40 доллар ҫеҫ тӳлеме пуҫларӗҫ. Экономика кризисӗ пуҫланчӗ. Паян ҫапла ҫирӗппӗнех калама пулать: эпир банк тытӑмне, ҫӗршыва чухӑнлӑхран сыхласа хӑварма пултартӑмӑр. Патшалӑх Думин ларӑвӗсенче кам шавласа-кӗрлесе ларчӗ, кам тӗрӗс ҫул шырарӗ.»

Мускав хӑни танлаштарма темиҫе цифра илсе пачӗ. 2000 ҫулта Раҫҫейри халӑхӑн 29 проценчӗ чухӑнлӑхра пурӑннӑ пулсан, иртнӗ ҫул вӑл 13 процентпа танлашнӑ, пенсин вӑтам виҫи 2000 ҫулта 694 тенкӗ пулнӑ пулсан, пӗлтӗр 8265 тенке ҫитнӗ. Ҫӗршывра вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 2223 тенкӗрен 21193 тенке, вӗрентекенсен 1240-рен 13564 тенке ҫити хӑпарнӑ. Кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӗрентекенсен ӗҫ укҫине тата 30 процент ӳстереҫҫӗ. Эпир еплерех ӗҫлетпӗр, ҫапларах пурӑнатпӑр. Паллах, ӗмӗрех парӑмпа пурӑнаймӑн. Ҫакна Белорусси ҫӗршывӗн тӗслӗхӗ яр уҫҫӑн ҫирӗплетрӗ. Экономика кризисӗ пынӑ вӑхӑтра банк системине арканма парас мар тесе стабилизаци фондӗнчен 750 млрд. тенкӗ укҫа панӑ. Икӗ ҫултан ӑна каялла тавӑрса пама май килнӗ.

Паллах, хальлӗхе ҫӗршывра татса паман ыйтусем сахал мар. Чи малта демографи ыйтӑвӗ тӑрать. «Пирӗн тӗллевсем паллӑ, эпир унта ҫитетпӗрех», — терӗ К. Косачев.

Юлашкинчен вӑл тӗлпулӑва хутшӑннисен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Унта «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн» тӗп директорӗ Ю. Попов хутшӑнса сӑмах каларӗ.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Яманак, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем