Лайӑх ӗҫлерӗн — укҫаллӑ пулӑн. Республикӑра малашне чи тӑрӑшуллӑ муниципалитетсене укҫан хавхалантарма тытӑнӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва та хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Хаклава районсем тата хуласем тӑрӑх уйӑрӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑнра малти виҫӗ вырӑна палӑртӗҫ, иккӗмӗшӗнче — икӗ вырӑн. Республика Элтеперӗн гранчӗ валли кӑҫалхи хыснара 50 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ муниципалитетсен тупрана общество инфраструктурине аталантарма ямалла.
Владимир Аврелькин министр каланӑ тӑрӑх, конкурс ҫу уйӑхӗнче иртӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче палӑртӗҫ, укҫине те ҫавӑн чухне уйӑрӗҫ.