Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Шӑхаль пики-2011»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.05.2011 09:07 | 2270 хут пӑхнӑ
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗрсем
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗрсем

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗн аслӑ класӗсенче вӗренекенсем акт залне пухӑнчӗҫ. Ара паян кунта тӑван шкулӑн 9-11-мӗш класӗсенче вӗренекен пикесем хӑйсен янӑравлӑ куллипе, юрри-ташшипе пӗрле вӗренекенсене савӑнтараҫҫӗ-ҫке. Хӗрсем «Илемлӗ чӑваш юрри» кӗвӗпе сцена ҫине акӑшсем евӗр шуса тухнипе пуҫланчӗ конкурс. Чӑваш тумне тӑхӑннӑ пикесем ҫинчен куҫа та илес килмест, ҫав тери илем кӳрет вӗсене ку тум. Конкурс вӑхӑтӗнче пикесем хӑйсемпе сӑвӑласа паллаштарчӗҫ, чӑваш ташши ташласа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чӑваш юррисене шӑрантарса тыткӑна илчӗҫ. Халӑхӑрӑмӑр йӑли-йӗркине тӗплӗн пӗлни пурне те тӗлӗнтерчӗ. Пикесем пӗри те пуш алӑпа килмен, кам хуплупа, кам хуран куклипе тата тепри пуремечӗпе; капӑртмапа кукӑльпе сӑйлакансем те пулчӗҫ.

Конкурс вӑхӑтӗнче ҫак шкултах вӗренекен Николаев Юрий, Ильина Екатерина, Алексеева Лолита тата Митрофанова Кристинӑпа Шалтынова Зина куракансене чӑваш эстрада юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ. конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Хӗрсем пурте пултаруллӑ та маттур, илӗртӳллӗ те хӳхӗм — пӑхса ытармалла мар.

Пикесем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗҫ, «Пултаруллӑ пике» — Митрофанова Татьяна, «Илӗртӳллӗ пике» — Григорьева Александра, «Ӑслӑ пике» — Кошкина Анастасия, «Хӳхӗм пике» — Осипова Татьяна, «Ҫепӗҫ пике» — Кириллова Алена, «Тавҫӑруллӑ пике» — Иванова Анна, «Куракансем кӑмӑллакан пике» — Михайлова Настя, 9-мӗш класра вӗренекен Лукьянова Екатерина вара «Шӑхаль пики-2011» ятсене ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ.

Ку уява йӗркелесе ирттерекенсем чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем, Павлова Н.И., Матвеева Н.А., Григорьева В.В. пулчӗҫ. Уяв спонсорӗсем вара — Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тата унӑн ертӳҫи Айкин Н.М., Михайлова В.В. — предприниматель, Павлова Н.И., Матвеева Н.А. тата Григорьева В.В.

#Патӑрьел районӗ, #Нӑрваш Шӑхаль, #Чӑваш пики, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем