Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.
Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.