Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш пики-2011» финалисчӗсем паллӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Šyravşă 22.04.2011 07:56 | 1703 хут пӑхнӑ

Акан 20-мӗшӗнче «Чӑваш пики-2011» жюри членӗсем конкурс финалӗнче ӑмӑртакансене палӑртрӗҫ. 19 хӗртен финала 12-шӗ лекрӗҫ. Финалистсене жюри ӑмӑртакансен пултарулӑх хӑйнеевӗрлӗхне, илемлӗхне, ташӑ тата сцена ӑсталӑхне кура суйланӑ.

Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗнчен килнӗ 17-25 ҫулти 12 пултаруллӑ чӑваш чиперукӗ чӑвашла чип-чипер калаҫать.

Ӑмӑрту паян (ака, 22) «Mega-Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче вӗҫленӗ. Сцена ҫинче илемлӗ номерсем кӑтартнипе пӗрле хӗрсенчен чӑваш халӑхӗн историйпе йӑли-йӗркине лайӑх пӗлнине ыйтӗҫ. Халӑх тумне илемлӗн тӑхӑнса, хӑйсем пӗҫернӗ чӑвашла апат-ҫимӗҫе тутантарса, ӑнлантарса кӑтартнӑ хыҫҫӑн тин жюри кӑҫалхи чӑн-чӑн Чӑваш пикине палӑртӗ.

#Шӑмӑршӑ районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Муркаш районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Красноармейски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Элӗк районӗ, #чӑваш пики, #Етӗрне районӗ, #Елчӗк районӗ, #Тӑвай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org