Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Михаил Николаевич Юхмана сумлӑ юбилей ячӗпе (75 ҫул тултарнӑ) чун-чӗререн саламлаҫҫӗ!
Юхма Мишши чӑннипех ача-пӑча ҫыравҫи. Унӑн ачасем валли ҫырнӑ вӑтӑр ытла хайлавӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене ӑса вӗрентни, ҫутҫанталӑкпа чӗрчунсен тӗнчипе паллаштарни яр уҫҫӑн курӑнать. Автор паянхи кун ҫивӗч тӑракан кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсене те хускатать. Ҫынсен хутшӑнӑвӗсем, ырӑпа усал кӗрешӗвӗ авалхи легендӑсенче хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗ янӑраҫҫӗ.
Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсене ачасем кӑмӑлласа ҫӳрени, хайлавӗсене вулани, тӗлпулусем ирттерни — Юхма Мишши юратнӑ ҫыравҫӑ пулнине ҫирӗплетет.
Канаш районӗнчи Сухайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова Валентина Михайловна Вӗренӳ институчӗпе пӗрле ятарлӑ презентаци хатӗрленӗ, унпа туллин кунта паллашма (swf, 3,2 Mb) пулать.