Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова республика Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Ҫӗнӗ тилхепене шаннӑ Сергей Геннадьевичпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗлпулнӑ, агропромышленность комплексӗн ӗҫ-хӗлне, отраслӗн малашлӑх планӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех вице-премьера ҫӗнӗ тивӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама суннӑ. «Сирӗн тӗллев — республика Правительствин йышӗнче 10 ҫултан кая мар ӗҫлесси», — тенӗ Элтепер ҫамрӑк та пултаруллӑ ертӳҫӗне.
Аса илтеретпӗр, Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑччӗ. Унта вӑл Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май Сергей Артамонова ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑччӗ.