Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Студентсен регионти 45-мӗш ӑслӑлӑх конференцийӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.04.2011 20:17 | 1951 хут пӑхнӑ

Паян, акан 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен регионти 45-мӗш ӑслӑлӑх конференцийӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче пурӗ 5 секципе 21 хушма секци ӗҫлерӗҫ. Студентсем литература пелӗвӗпе фольклоритсика, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ, культурологи, чӗлхепе литературӑна верентессин меслетлӗхӗ ӑслӑлӑхӗсемпе хатӗрленӗ доклачӗсемпе паллаштарчӗҫ, юлташӗсен тӗпчевӗсене хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ. Мала тухнӑ студентсене чӑваш чӗлхи эрнинче дипломсем парса чыслама палӑртнӑ.

Пирӗн пата Удмурт, Хусан, Марий-Эл патшалӑх университечӗсенчен, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнчен хӑнасем килчӗҫ. Ыранхи кун вара факультета республикӑри шкул ачисем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем те ӑслӑлӑх конференцине хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.

Студентсен ӑслӑлӑх ҫуркунни малалла пырать. Ыран чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен пӗр ушкӑнӗ Мари Республикине, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тепӗр ушкӑн Хусана тухса каяҫҫӗ. Ижевскпа Стерлитамакри аслӑ шкулсене ҫитсе курас кӑмӑлсем те пур.

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #ЧППУ, #университетсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем