Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 13-мӗшӗнче, «Атӑлҫи Пӑлхар: этнокультура лару-тӑрӑвӗ тата общество аталанӑвӗ» ятлӑ ӑслӑх конференцийӗ иртрӗ, унта вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталанма пултарнӑ, пирӗн асаттесен никама пӑхӑнман патшалӑхӑн кун-ҫулне тата унпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.
Конференцие институт директорӗ Ю.Н. Исаев уҫрӗ. Вӑл пухӑннӑ ӑҫчахсене мероприятие пуҫланӑ ятпа саламларӗ, хӑнасене (Тутарстанран чылайччӗ) канашлӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл нумай пулмасть Чӑваш Енпе Тутарстан президенчӗсем тунӑ килӗшӗве те асӑнчӗ. Конференцие унчченех хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те ӑна ирттерни пирӗн республикӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем чӑннипех ҫирӗпленнине кӑтартни пирки каларӗ.
Ун хыҫҫӑн конференцие пухӑннисем доклад калакансене итлерӗҫ. Темӑсем тӗрлӗрен пулчӗҫ: чӗлхине те сӳтсе яврӗҫ, патшалахӑн юрри-кӗввине те тишкерчӗҫ. Ытларах ӗнтӗ историйӗ пирки калаҫрӗҫ — докладҫӑсен хушшинче институтӑн ҫамрӑк ӑсчахӗсем те пулчӗҫ.
Пӗтӗмлетнӗ май ку шайра конференцисене малашне те ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ.