Тӗнче шайне ҫӗкленнӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхӗпе тинех Хусан чӑвашӗсен те паллашма май пулчӗ. Пушӑн 27-мӗшӗнче вӑл пӗрремӗш хут концертпа килчӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑваш халӑх юрӑ-ташӑ искусствине нота пӗлмен артистсем ҫӳпӗленине курса та, итлесе те йӑлӑхнӑ хыҫҫӑн ку концерт чӑн-чӑн чун киленӗвӗ пулчӗ. Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхӗпе ҫывӑххӑн паллашнӑ май чӑвашӑн чӑнах та ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин ташӑ пулнине курса-итлесе ӗнентӗмӗр. Тен, ҫавӑнпах пуль, куракансем концерт вӗҫленсен те киле кайма васкамарӗҫ, ура ҫине тӑрса темӗнччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. ТР ЧНКА ертӳҫи К.Яковлев артистсене Хусана килсе кану каҫӗ парнеленӗшӗн кунта пурӑнакан мӗнпур чӑваш ятӗнчен тав турӗ.
Концерта Хусанта иртекен чӑваш культурин кунӗсене халалланӑччӗ. Ҫак тӗллевпе Татьянӑпа Юрий Бердников ӳнерҫӗсем фойере хӑйсен ӗҫӗсен куравне те йӗркеленӗччӗ. Сӑмах май, ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Ю.Васильев, оркестр ертӳҫи Ю.Романько Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче пӗлӳ пухнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ куракана пӗр ӗмӗре яхӑн чӑваш халӑхӗн юрӑпа ташӑ культурипе паллаштарать. Ӑна чӑвашсен паллӑ композиторӗсем Ф.Павловпа В.Воробьев 1924 ҫута йӗркеленӗ. Пӗрремӗш кунран пуҫласа ансамбль чӑваш халӑхӗн юррисене пуҫтарса илемлетет, куракан патне ҫӳллӗ шайра ҫитерет. Репертуарта халӗ те тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсен юрри-ташшисем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен, анатри чӑвашсен «Аххаяс», «Хамӑрла ҫӗпрелле», тури чӑвашсен «Хура тяппа» ташшисем тата ытти нумай-нумай юрӑсемпе ташӑсем. Вокалпа хореографи сюитисенче те тӑван халӑхӑн пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗ искусство чӗлхипе сӑнланать. А.Ангаровӑн постановкипе лартнӑ «Йӑла-йӗркепе уяв мозаики» концерт программи 2008 ҫулта ЧР Президенчӗн Грантне те тивӗҫнӗ. Вырӑссен, ют ҫӗршывсен, Раҫҫейӗн хальхи вӑхӑтри авторӗсен произведенийӗсемпе те ӑста паллаштарать ансамбль.