Тӗнче тетелӗнче чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ япаласем туянма ҫӑмӑл мар. Электронлӑ лавкка тумалли пирки чылайӑшӗ калаҫрӗ пулин те, чӑн-чӑн ӗҫлекенни халь те ҫук (ҫармӑссен те, тутарсен те пур чухне — эпир вӗсенчен ку тӗлӗшпе юлса пыни намӑс :) ). Ҫакна асра тытса Чӑваш халӑх сайчӗ «СУМ» ятлӑ лавкка хатӗрлеме пуҫларӗ. Вӑл http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлӗ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев тапхӑрӗнче пулин те — тавар туянмалли майсене туса ҫитернӗ.
Лавккана эпир чӑвашла тата вырӑсла йӗркелесшӗн, унта тӗрлӗ тавар сутасшӑн: кӗнекесем, CD тата DVD дисксем, сувенирсем, тумсем. Хакне май пур таран пӗчӗкрех лартма тӑрӑшӑпӑр — ахаль хавккасенчен йӳнӗрех пулмалла (DVD дисксем, сӑмахран, пирӗн 100 тенкӗ кӑна!).
Паянхи кун тӗлне лавккара 20 тавартан нумай мар пулсан ҫитес вӑхӑтра эпир вӗсен шутне самай ӳстерме шутлатпӑр.
Таварсене эпир почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пултаратпӑр.
Электронлӑ лавккапа тунӑ мӗн пур укҫа пирӗн пӗрлӗхе тытса пыма кайӗ.