Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Перекет банкӗн (Сбербанкӑн) Елчӗкри уйрӑмӗнче уйӑх ытла банкомат чӑвашла ӗҫлени пирки ман пӗлӗш Алексей Сарханов (пирӗн сайтра alexei ятпа паллӑ) пӗлтерчӗ — укҫа илнӗ чухне виҫӗ чӗлхе суйлама май пур: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла. Пӗрле ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те чӑвашла куҫарӑвӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ку информаци тӗрӗс е тӗрӗс марри пирки Перекет банкӗн филиалне ятарласа шӑнкӑравласа пӑхрӑм. Ҫыхӑнасси хӑвӑрт пулмарӗ пулин те ҫур сехет тӑрмашнӑ хыҫҫӑн мана пресс-службӑпа ҫыхантарчӗҫ. Тӗрӗс иккен. Ирина Ивановна (манпа вырӑсла калаҫрӗ) каланӑ тӑрӑх, банкоматсене чӑвашла куҫарнине Чӑваш Республикин чӗлхесем пирки калакан саккуна шута илсе хатӗрленӗ. Хальлӗхе эксперимент пек ҫеҫ тунӑ — чӑвашла куҫарӑва халӑх епле йышӑннине тӗрӗслеҫҫӗ (хӑш-пӗр куҫарусене хӑнӑхма тивӗ). Уйӑх ытла иртнӗ вӑхӑтра (нарӑсӑн 21-мӗшӗнче пуҫланӑ) йӑнӑшсене тупса палӑртакансем чылай пулни пирки те пӗлтерчӗ Ирина Ивановна. Калаҫӑва вӗҫленӗ май вӑл чӑвашла пӗлекен банкоматсем ӑҫта вырнаҫни пирки асӑнчӗ — тӗрӗслеве пурӗ 10 банкомат хутшӑнать иккен. Елчӗкри — вӗсенчен пӗри. Ҫавӑн пекех унашкал банкоматсем Элӗкре, Канашра, Патӑрьелте, Ҫӗрпӳре (ыттисене астуса юлмарӑм) пур. Шупашкарта та пӗр банкомата чӑвашла куҫарнӑ тет — вӑл ҫӗнӗ автовокзалта вырнаҫнӑ.
inzet // 2067.60.2448
2011.04.01 16:42 | |
Питĕ аван япала. Малалла аталантăрччĕ çеç.
| |
Хамăрял // 3764.8.8170
2011.04.02 10:46 | |
Кăшт ĕненмерĕм ))) | |
Александр // 2163.89.7553
2011.04.02 16:05 | |
Маттурсем!!!! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.04.02 17:58 | |
http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/120737/ — оригиналлă сăнсене вырнаçтартăм :)
//шел те, банкомата чăвашлатассине ĕметленесси çеç юлать çав. :( | |
oriflame // 3950.14.8470
2011.04.04 09:41 | |
Эпĕ вара ĕнентĕм те, савăнтăм та! | |
