Паян Шупашкарти «АККОНД» хапрӑкра ҫӗнӗ лини хута янӑ. Канихвет хатӗрлекенскере уҫма шкул ачисене шаннӑ. Монтажпа, технологипе ҫыхӑннӑ самантсенче мар, паллах. Хӗрлӗ хӑю каснӑ ҫӗре хутшӑнма, производствӑпа паллашма, продукцие астивсе пӑхма.
Хулари шкулсенчи ачасене ҫӗнӗ лини уҫма илсе пырасси предприятире ырӑ йӑлана кӗнӗ. Пӗчӗккисене предприятие илсе пынине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ырлать-мӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче асӑнса хӑварнӑ. Шӑпах Михаил Игнатьев пуҫарӑвӗпе хулари тата районсенчи ачасем производство цехӗсене кӗрсе курнӑ.
«АККОНД» кӑларакан ҫимӗҫе Михаил Игнатьев ырласа пирӗн ачасем хамӑр патра кӑларакан продукцие ҫиме пултарнине палӑртнӑ.