Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 25-мӗшӗнче, «Акконд» кондитер хапрӑкӗнче бисквитпа розница цехӗнче ҫӗнӗ лини уҫни, ҫав ятпа унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата министрсемпе шкул ачисем пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Хапрӑкра пулнӑ чух Элтепер ҫав предприятипе мӑнаҫланнине пӗлтернӗччӗ.
«Акконд»-ра пысӑк пуҫлӑхсем пулни аван-ха. Анчах хӑшпӗр сӑнавҫӑ унта улшӑнусем пулса иртмен-ши тесе пуҫ ватать. Ҫакна Андрей Иванов журналист, сӑмахран, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хапрӑк хӑйӗн йӗркелӳпе право хурмине публикӑлла мар акционерсен обществи тесе ылмаштарнипе сӑлтавлать теме пулать. Ҫакӑн пек хурмӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн харпӑрлӑхҫӑсем кам иккенне кӑтартмасан та юрать. Унччен хапрӑкӑн акцийӗсен 55 проценчӗ «Акконд-Торг» обществӑра шутланнӑ (унӑн хуҫи предприятин гендиреткорӗн хӗрӗ Татьяна-мӗн). Халӗ вара камра мӗн чухлӗ процент акци пулни уҫӑмлӑ мар. Кӗркунне Спарк-Интерфакс тытӑм Росстат пӗлтерни ҫине таянса «Акконд-Торг» тӳпи 20% кӑна тесе хыпарланӑ, компанин 57% Раҫҫей гражданӗсен аллинче тенӗ. Тепӗр тесен, Раҫҫей гражданӗсем хапрӑкӑн тӗп директорӗ Валерий Иванов та, унӑн хӗрӗ Татьяна та пулма пултарать. Пылак апат-ҫимӗҫ кӑларакан пысӑк гигантсем «Акконда» унччен ҫӑтса ярайманнине сӑнавҫӑсем хапрӑкра кӑларакан продукци патентне йӑлтах Валерий Иванов ячӗпе илнипе сӑлтавлаҫҫӗ.