Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.
Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.
Мана вара, ахаль ҫынна, ҫакӑнта пӗр япала куҫа тӑрӑнчӗ. Малтан Константин Яковлева хӗрсех хурлатчӗҫ, халӗ вара, маларах асӑннӑ комментари тӑрӑх, вӑл профессионалсен шутӗнче пек курӑнать. Унтан ҫав авторах ҫапла хушса хунӑ: «Эпир, культура ӗҫченӗсем, юлашки ҫулта Чӑваш Енӗн культурине аркатнине тата пӗтернине, профессионалсене хӗрсех пӗтернине чуна ыраттарса сӑнатпӑр». Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра министерствӑсенчи тата асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенчи пысӑк должноҫсене «совеҫе пӗлмесӗр хӑйсен интересне тата хапсӑнчӑклӑхне мала хуракансем» йышӑнаҫҫӗ. Ятне кӑтартман ҫав ҫын ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, чи тӗрӗс марри — «отрасльти ҫанталӑка» «пӗр-пӗр ҫынна ҫӑмӑлӑнах инкек тума пултаракан Оринов, Николаева Лена, Ишмуратова, Ермолаева, Яковлева Света, Михайлова (Филиппова) Лида...» йышшисем тӑваҫҫӗ.
Паллӑ мар автор ҫакӑнта асӑнса кайнӑ ҫынсенчен пӗрне кӑна япӑх мар пӗлетӗп темелле. Анчах ун пирки эпӗ: «Пӗр-пӗр ҫынна ҫӑмӑллӑнах инкек тума пултарать», — теме хӑяймӑттӑм. Тен, ӑннӑ-ши мана, анчах унри ҫавӑн пек ене асӑрхаман. Ыттисен кӑмӑл-характерне пачах пӗлместӗп те, вӗсене хаклама тӑхтанӑ пулӑттӑм.
Ятне кӑтартман хайхи ҫав ҫын отрасле юри сӑтӑр тумаҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. Республикӑри культура учрежденийӗн шӑпи, ҫав комментарире палӑртнӑ тӑрӑх, Яковлевпа Ориновран тата «директор, режиссер, дирижер пирки кам маларах чупса кайса ҫӑхавланинчен» килет. Вара вӗсене должность та, спектакльти роль те тивӗҫет имӗш. Ята кӑтартмасӑр ҫӑхав ҫырса та, суя сӑмах сарса та, элеклесе те, хӑратса та усал ӗҫ тӑвакан нумай тесшӗн асӑннӑ комментари авторӗ.
Юлашки кунсенче тата культура министрӗн ҫумне кама лартасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Комментари авторӗсенчен хӑшӗсем вырӑссене ҫул памаҫҫӗ тесе каласшӑнни сисӗнет.
...Хам таҫта-шалта-ӑшра шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑвашсем пысӑк вырӑн йышӑнни теприсене (ахӑртнех, чӑвашсене хӑйсене те) тарӑхтарать-вӗчӗрхентерет пек туйӑнать. Эпир вӗт хамӑр ентешӗмӗрсемшӗн, вӗсем ҫӳле кайнишӗн савӑнма пӗлсех каймастпӑр. Тата хамӑртан ӑслӑрах-вӑйлӑрах-пултаруллӑрах ӗҫтешӗмӗрсенчен хӑратпӑр курӑнать. Тепри, малалла аталанас шухӑшли, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсене хӑй тавра пухма тӑрӑшӗччӗ, йӑпӑлтисенчен ҫитмӗл те ҫичӗ утӑм пӑрӑнӗччӗ...