Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Кӗмӗл сасӑ» 12-мӗш хут янрӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.03.2011 21:50 | 2671 хут пӑхнӑ

Тӗнчипех саланнӑ ентешсене пӗр кӗрекене пуҫтарас, чуна пырса тивекен сасӑллӑ чӑваш юрӑҫисене тупса палӑртас тӑллевпе ЧР Культура министерствипе Чӑваш наци конгресӗ ҫулсеренех Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пушӑн 25-26-мӗшӗсенче 12-мӗш хут иртӗ. Уява хутшӑнас, килсе курас текенсене Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменне 18 сехет тӗлне йыхравлаҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта шӑпах уявпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Конгресс президенчӗ Геннадий Архипов фестиваль регионсен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетес ӗҫре те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл конкурсра Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенче, Чӗмпӗр, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенче, Красноярск енре пурӑнакан чӑваш ҫамрӑкӗсем те тупӑшма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.

Президиум пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакна палӑртмалла: пушӑн 23-24-мӗшӗсенче конкурса хутшӑнас текенсене итлесе пӑхӗҫ. Конкурс пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Пушӑн 26-мӗшӗнче вара куракансене фестиваль лауреачӗсемпе ҫӗнтерӳҫисем гала-концертпа, ҫавӑн пекех чӑвашсен паллӑ юрӑҫисем хӑйсен юрри-кӗввипе савӑнтарӗҫ.

#Кӗмӗл сасӑ, #фестивальсем, #конкурссем, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Тӗмен облаҫӗ, #Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем