Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнчи Шурновсен карти тӗрлӗ мультфильмри, юмахри сӑнарсемпе капӑрланнӑ. «Йытӑ, кушак, автан, акӑш, дельфин... Кама кӑна «чӗртмен-ши» Шурновсем ҫемйи?», — вырӑна ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хыпарланӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Ирина Кошкина.
Карта тӑршшӗ — 13 метр. Пӗр тӑваткал метрне тума 900-е яхӑн пӑкӑ тӑкакланнӑ.
Пластмасса кӗленчен пӑккисенчен карта тытас ӗҫе ҫемье пуҫӗпех кӳлӗннӗ. Пӗри хурласа: «Аташатӑн ҫав», — тесе пӗтернӗ пулсан ӗҫӗ те каяс ҫукчӗ. Хӑйне евӗр картана Шурновсен 30 ҫулти хӗрӗ кӑна мар, унӑн йӑмӑкӗ те, ашшӗпе амӑшӗ те, мӑшӑрӗ те кӳлӗннӗ.
Ҫулла вӗсен килӗ ҫумӗнче искусствӑлла пальма ларать. Тӗрӗссипе, хӗлле те хӑй вырӑнӗнчех-ха вӑл. Унсӑр пуҫне, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем Хӗл мучи лартаҫҫӗ.