«Чувашавтодор» (чӑв. Чӑвашавтоҫул) акционерсен уҫӑ обществине ҫул юсама шанман. Кун пирки нумаях пулмасть Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Унтан та ытларах — монополипе кӗрешекенсем асӑннӑ предприятие таса чунлӑ мар поставщиксен (подрядчиксен, ӗҫ пурнӑҫлакансен) списокне кӗртнӗ.
Ҫирӗп утӑма тума службӑна акционерсен обществи иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ контракта юсассин условине самай пӑсни хистенӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Арбитраж судӗнче те пӑхса тухнӑ, «Чувашупрдор» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр управленийӗ) хысна предприятийӗпе пӑхса хӑварнӑ контракта татма йышӑннӑ.
Ӗҫе вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫламаннине кура «Чӑвашавтодор» «хура» списокра икӗ ҫул тӑрӗ.