Республикӑра виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан 100 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ку программӑна тепӗр икӗ ҫуллӑха тӑсма шухӑшланӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Республикӑри амӑшӗн капиталне сусӑр ачасене аталанма пулӑшакан хатӗр-хӗтӗр туянма ирӗк панӑ. Ку укҫапа кирек хӑш вӑхӑтра ку тӗллевпе усӑ курма юрать. Сӑмах май, ку тӗлӗшпе федераци амӑшӗн капиталне те тӑкаклама юрать.
Кӑҫал Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмашкӑн 165 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне илнӗ кӑтартӑвне ӗненес тӗк, кӑҫал 100 пин тенкӗпе 1091 ҫемье усӑ курнӑ. Чылайӑшӗ ҫурт-йӗре лайӑхлатас тӗллевпе тӑкакланӑ ӑна. Хӑшӗ-пӗри ачине вӗрентме укҫа янӑ.