Шупашкарта 48 вӑйӑ автоматне тӗп тунӑ. Автоматсене таптаса лапчӑтнӑ, сӗтелсене вакласа ҫунтарнӑ.
Ку хатӗр-хӗтӗре Шупашкарти 8 заведенирен туртса илнӗ. Хулара пурӑнакан 10 ҫынна саккунсӑр вӑйӑ ҫаврӑнӑшӗшӗн явап тыттарнӑ. Вӗсем саккуна пӑсса 9 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ.
Ултӑ ҫынна ирӗкрен 1-3 ҫуллӑха хӑтарнӑ. Ыттисене тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Пурне те штраф тӳлеттернӗ. Халӗ судра тепӗр пуҫиле ӗҫ выртать. Унпа 10 ҫын ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 338 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ.